Республика кунĕн чи чаплă уявĕсенчен пĕри – Чăваш Ен Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн иртнĕ урхамахсен ăмăртăвĕ. Тупăшăва Çĕнĕ Шупашкарти лаша спорт шкулĕнче йĕркелерĕç. Турнира 35 юлан утçă тата алла яхăн чĕлхесĕр янавар хутшăнчĕ. Ку пăрăнчăкра хăрушă. Урхамахсем вирхĕнсе килеççĕ те пăрăнăçа вашт кĕрсе каяççĕ. Юлан утçă ăста пулмасан кӳме çаврăнса ӳкме те пултарать. Пĕр тăван Красновсем пĕр вăхăт малта пычĕç. Кайран Прайм Тайм Си утпа пыракан Алексей Краснов юлма пуçларĕ. Зов Предков вара ытти янавара хыçа хăварса малалла кăна талпăнчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕн Кубокне Зов Предков урхамахпа Валерий Краснов çĕнсе илчĕ. Чăваш Республикинчи ултă çулти урхамах çĕршыври чи вăйлă та хăвăрт вуна лаша йышне кĕрет.
– Ырă кун, хаклă юлташсем. Уяв ячĕпе пурне те. Хăнасене эпир яланах хапăл туса кĕтсе илетпĕр, анчах та паян чăваш лаши çĕнтернишĕн питĕ савăнатпăр. Чăваш Ен ял хуçалăх министерствин парнине Нурлат Аш утпа Эдуард Большаков тивĕçрĕ. Мун Фентази РМ лашапа Марина Никольская Чăваш Республикин спорт министерствин парнипе хавхаланчĕ. Тэйк Фо Везер янаварпа Сергей Саблин Çĕнĕ Шупашкар администрацийĕн пуçлăхĕн кубоклĕ пулчĕ.